Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Яманкасси ялӗнче ҫуралнӑ Олег Миронов Шупашкарта пурӑнать. Анчах тӑван ялӗ пирки вӑл манмасть, уншӑн пӑшӑрханать.
Нумаях пулмасть Яманкассинче пӗвене тасатнӑ. Кун валли 313800 тенкӗ кирлӗ пулнӑ. 251 пин тенки – республика хыснинчен, 15700 тенки – вырӑнти хыснаран. 47 пин те 100 тенкине вара Олег хӑйӗн кӗсйинчен кӑларнӑ. Ку укҫапа подрядчике тытнӑ. Лешӗ пӗве тӗпне юшкӑнран тасатнӑ, ҫыран хӗррине йӗркене кӗртнӗ.
Халӗ Яманкассисен таса та хӑтлӑ пӗве пур.
«Анне, эпӗ ҫул ҫинче инкеке лекнӗ», - ҫапла каласа улталасси анлӑ сарӑлнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи арҫын та ҫак ӗҫе хутшӑннӑ. Халӗ вӑл колонире 4 ҫул ирттерӗ.
Вӑл кун пек майпа тупӑш тумаллине тӗнче тетелӗнче пӗлнӗ. Пӗлтӗр ҫӗртмен 25-28-мӗшӗсенче хайхи арҫын Шупашкарти 60-87 ҫулсенчи ҫынсене улталаса вӗсенчен 3,5 миллион ытла тенкӗ йӑкӑртса тухса кайнӑ. Вӑл виртуаллӑ хуҫи пӗлтернипе ҫынсем патне кайса укҫа илсе тухса кайнӑ. 10 процентне хӑйне илнӗ.
Ку ыйту Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче пурӑнакансене пӑшӑрхантарнӑ. Хуравӗ тупӑннӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Шулю ялӗнче тин вырнаҫтарнӑ шыв башни ӳкнӗ. Ӑна раштав уйӑхӗнче кӑна лартнӑ. Башня вӑйлӑ ҫил чухне ӳкнӗ. Ӑна шыв пӑрӑхӗпе сыпӑнтарса та ӗлкӗреймен.
Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн башня мӗншӗн ӳкнине палӑртнӑ. Подрядчик ӑна вырнаҫтарнӑ чухне проектри пӗтӗм условие пӑхӑнман. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, подрядчик хӑйӗн шучӗпе ҫӗнӗ башня лартма палӑртнӑ.
Ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче шыв башни персе аннӑ. Кун пирки "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, башня вӑйлӑ ҫиле пула ӳкнӗ. Вӑл - ҫӗнӗ, ӑна вырнаҫтарса лартнӑ кӑна, шыв яма та ӗлкӗреймен. Ҫак башньӑн икӗ ял ҫыннисене шывпа тивӗҫтермелле.
Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерет.
Иртнӗ талӑкра Ҫӗрпӳ, Хӗрлӗ Чутай, Канаш районӗсенче типӗ курӑк ҫунтарса шар курнӑ. Ҫулӑм ҫурт-йӗр, хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ.
Ӗнер Муркаш районӗнче «Автотранспортник-3» сад юлташлӑхӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарса пушар тухнӑ. Унта ҫулӑм икӗ йывӑҫ ҫурта тӗп тунӑ, 1800 тӑваткал метр лаптӑк ҫинчи типӗ курӑк ҫуннӑ.
Шупашкар районӗнче «Труд» тата «Мечта» сад юлташлӑхӗсенче икӗ дача ҫунса кӗлленнӗ. Вӑрнар районӗнчи Ҫӑкаллӑ Явӑш ялӗнче 64 ҫулти хӗрарӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ. Ҫулӑм хуралтӑ таврашӗ ҫине куҫнӑ.
Юр ирӗлсе ҫӗр тухрӗ кӑна – республикӑра типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗх пулнине палӑртнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек тӗслӗх ӗнер, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Хӗрлӗ Чутай районӗнче пулнӑ. Унта Хватукасси ялӗ ҫывӑхӗнче 16 сехет те 15 минутра типӗ курӑк ҫуннине палӑртнӑ. Вӑл 100 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Утаркасинче пурӑнакан Евдокия Мерзлайкина 100 ҫул тултарнӑ.
Пӗр ӗмӗрхи юбилейпа кинемее
хӗрлӗ чутайсен «Чавал» ентешлӗхӗн ертӳҫи Владимир Савинкин, унӑн ҫумӗ Анатолий Воробьев, Хӗрлӗ Чутай муниципалитет округӗн Пантьӑк территорийӗнчи пуҫлӑхӗ Алексей Порфирьев саламланӑ.
Пӗр ӗмӗрхи кинемее ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин та открытка ярса парса саламланӑ.
Вӑйпитти ҫулӗсенче хӗрарӑм ял совет секретарӗнче те, ЗАГСра та, колхозра та тӑрӑшнӑ. Упӑшкипе виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ. Хальхи вӑхӑтра кинемей Ҫӗнӗ Шупашкарта хӗрӗ патӗнче пурӑнать.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑнакан Мария Никитична Никифорова РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне йышӑннӑ. Владимир Владимирович ӑна 100 ҫулхи юбилейпе саламласа открытка янӑ.
Мария Никитична вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Сӑр юханшывӗ хӗрринче окоп чавнӑ. Вӑл ун чухне 18 ҫулта кӑна пулнӑ.
Кайран вӑл пурнӑҫ тӑршшӗпех колхозра ӗҫленӗ. Халӗ вӑл 100 ҫулта пулсан та хӑйне чиперех туять.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче республикӑра паллӑ журналистсенчен пӗри Алексей Кряжинов 75 ҫул тултарнӑ. Медиасферӑра вӑл 46 ҫул ӗнтӗ ӗҫлет.
Алексей Кряжинов Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх унивреситетӗнчен вӗренсе тухнӑскер пӗр вӑхӑт ВЛКСМ тытӑмӗнче ӗҫленӗ.
Журналистикӑри ӗҫне вӑл 1977 ҫулта «Цивильский вестник» хаҫатри корресподентран пуҫланӑ. Пултаруллӑ калем ӑсти тепӗр 7 ҫултан «Советская Чувашия» хаҫата куҫнӑ. 1990–2011 ҫулсенче Алексей Кряжинов «Московский комсомолец» хаҫатӑн Шупашкарти редакцине ертсе пынӑ. Унтан «Четра» корпоратив журналӗн редакторӗнче 5 ҫул тӑрӑшнӑ. 2016 ҫулта пултаруллӑ журналист «Сурский рубеж» хаҫат учрежителӗпе тӗп редакторӗ пулса тӑнӑ.
Алексей Кряжинов статйисене федераци прессинче те пичетленӗ. Вӑл калавсемпе повеҫсем те ҫырать.
Шупашкарта пурӑнакан Галина Николаева нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 80 ҫул тултарнӑ.
Галина Григорьевна Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туканаш ялӗнче, фельдшер ҫемйинче, ҫуралнӑ. Шкултан вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Мускаври энергетика институчӗн Шупашкарти филиалне вӗренме кӗнӗ. ВНИИР предприятире хӗрарӑм 50 ҫул тӑрӑшнӑ.
Паян вӑл Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центра ҫӳрет, унти тӗрлӗ клубра спорт занятийӗсене ҫӳрет, ал ӗҫӗпе аппаланать, театр-музея ҫӳреме кӑмӑллать.
«Унпа тем ҫинчен те калаҫма пулать: ядерлӑ медицинӑран пуҫласа квант физики таранах», — теҫҫӗ хастар хӗрарӑмӑн тусӗсем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |